Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вырӑскасси ялӗ мӗнле пуҫланса кайнӑ

Мӑн асаттесем каланӑ тӑрӑх, эпир пурӑнакан вырӑн ӗлӗк — авалах питӗ илемлӗ пулнӑ. Там пысаккӑш кӳлӗ ҫуталса выртнӑ. Унта хур кайӑксем , кайӑк кӑвакалсем ярӑнса ишсе ҫӳренӗ, хӗрринче тӑрнасем чаваланнӑ, шывра тӗрлӗрен пулӑсем чӑмпӑлтатса вылянӑ. Кӳллӗн ҫурҫӗр енче ҫывӑхрах ӑвӑс, юман, чие йывӑҫҫисем, хӗвелтухӑҫ енче яштака хурӑнсем кашласа ӳснӗ. Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче курӑк пусса илнӗ акман ҫӗр сарӑлса выртнӑ. Ҫӗрӗ кӑнтӑралла тайлӑк, хура тӑпраллӑ пулнӑ.Ҫак вырӑнта ӗлӗк-авал ҫынсем те пурӑннӑ пулӗ, анчах та вӗсем монгол - тутарсенчен тарса куҫса кайнӑ та кунта пуш хир тата тӗл - тӗл ҫамрӑк вӑрмансем ӳссе ларнӑ.

Ҫак илемлӗ вырӑнта 300 ҫула яхӑн каялла виҫӗ чӑваш хресченӗ килсе тухнӑ. Хресчен тумӗ ансат: урисене шур пир чӗркесе ҫӑпата сырнӑ, шурӑ пир кӗпе, кӑшкарути ҫулҫи шывӗпе пӗветнӗ симӗс пир йӗм , аллисенче сӑхманпа туя, ҫурӑм хыҫне пушӑтран касса тунӑ кушил ҫакнӑ. Сухалӗсем шӗвӗркке, ҫӳҫӗсене кӑшӑлласа кастарнӑ, пуҫесем ҫинче – улӑмран ҫыхса тунӑ шӗлепкесем.

Вӗсем чарӑнса тӑрса унталла - кунталла пӑхкаланӑ та ҫутӑ кӳлӗ хӗрринелле утнӑ. Кӳлӗ хӗррине ҫитсен, ҫемҫе курӑк ҫине ларса урисене салтса, пир тӑлисемпе сарса хунӑ.Унтан васкамасӑр кӳлӗ шывӗпе пичӗсене, урисене ҫунӑ. Кушильсенчен ҫаврака ҫӑкӑрсем, пашалусем, хӑшӗ пӗрер ҫӑмарта е чӑкӑт татӑкӗ кӑларса кӑнтӑрлахи апата ларнӑ. Вӗсем пӗр чӗнмесӗр, шӑппӑн апатланнӑ.

Ҫисе тӑраннӑ хыҫҫӑн шыв ӗҫнӗ те урисене сырса , кушелӗсене ҫурӑм хыҫне ҫакса , кӳлӗ таврашӗнчи ҫӗрсене пӑхма кайнӑ. Каҫ енне сулӑнсан кӳлӗ хӗррине каялла килнӗ. Каҫхи апат тунӑ хыҫҫӑ, кӑвайт чӗртсе, ҫӗр каҫма хатӗрленнӗ. Хӑйсем хушшинче калаҫу пуҫласа янӑ:

- Питӗ лайӑх вырӑн: хура тӑпра, тырӑ акса тума лайӑх , ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ енчен килекен сивӗсенчен вӑрмансем хӳтӗлеҫҫӗ . Ҫӗр кӑнтӑралла тайлӑк. Шыв пур. Ҫывӑхрах, кӑнтӑр енче, ҫырма леш енче, Курнавӑш ятлӑ пӗчӗк ял пур. Манӑн ҫакӑнта пурӑнма килес килет,- тенӗ Ӗмӗр.

- Утӑ ҫулмалли вырӑнсем тата вӑрмансем те пур, - тенӗ Аюкӗ

- Кунта килсен улпутсенчен те хӑтӑлӑпӑр, - тенӗ Калмӑкӗ.

Ҫапла калаҫкаласа, кӑвайт умне сӑхманӗсене сарса кушилӗсене пуҫ айне хунӑ та ҫывӑрма выртнӑ.

Ирхине хӗвел тухиччен тӑрса пичӗсене ҫунӑ, ирхи апат ҫинӗ те килӗсене таврӑнма хускалнӑ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑхӑт нумаях та иртмен, ҫак вырӑна виҫӗ лав килсе чарӑннӑ. Лавӗсем ҫинче тӗрлӗрен ӗҫ хатӗрӗсем: пуртӑ, кӗреҫе, ҫава, акапуҫ. Кунта вӗсем часах хӳшӗсем туса лартнӑ. Пикенсе, ирччен пуҫласа каҫчен ӗҫлеме тытӑннӑ. Утӑ ҫулса типӗтнӗ, уттине пуҫтарса купаланӑ. Унти ҫереме ҫӗртмне (пӑсма, хӑртма) пуҫланӑ. Ҫапла вӗсам икӗ - виҫе эрне хушши ӗҫлене те каялла килне кайнӑ.

Мӑн асаттесем каланӑ хӑрӑх, пирӗн яла пуҫласа виҫӗ кил - Ӗмӗр, Аюк тата Калмӑк ҫемйисем килнӗ.Вӗсем ҫакӑнти ҫӗрпе курма влаҫ органӗсенчен ҫӗр грамоти- креп илнӗ.

Кӗркунне килсе ҫерем хӑртнӑ вырӑна ыраш акса хӑварнӑ. Тепӗр ҫул килсе ҫӗвӗпех ӗҫленӗ, ҫерем ҫӗртнӗ, утӑ хатӗрленӗ, вӑрман касса йывӑҫ хатӗрленӗ, тырӑ вырнӑ, сухаланӑ, тырӑ акнӑ. Хальхинче хӗрарӑмсене те, ачи - пӑчисене те илсе килнӗ. Пурӑнма ҫӗр пӳртсем тунӑ. Юманлӑхра туйра касса пурасем пураланӑ. Виҫҫӗмӗш ҫулхине пӳртсем лартнӑ, выльӑх вити - картисем хатӗрленӗ. Ҫапла пӗчӗк ял пуҫланнӑ.

Кӑшт каярахпа Сӗве уйесӗнчи Буртасы ялӗнченех тата икӗ ҫемье куҫса килнӗ. Буртасы ялне вара чӑвашсем сахал юлнӑ, унта вырӑссем нумай пулнӑ. Вырӑссем Буртасах юлнӑ.

И.Д. Кузнецов профессор каланӑ тӑрӑх, “ I Петӗр вӑхӑтӗнчех, 1719 ҫулхи перепись вӑхӑтӗнче, ҫак яла “Плевые Буртасы на Белом озере” тесе ҫырнӑ. Ҫак перепись тӑрӑх, унта 5 хуҫалӑх, вӗсенче 29 ҫын пулнӑ…”

(И.Д.Кузнецов. Ҫутӑ кӳлӗ вӑрттӑнлӑхӗ. “Колхоз ялавӗ”, 1983, пуш, 17, 33 (6546) №)


 
Категорисем: Вырӑскасси
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-05-08 20:55:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4160 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем